
Чӑваш Енре раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче канӑпӑр-и? Ку ыйтӑва республикӑра сӳтсе явни пирки унчченех пӗлтенӗччӗ. Ҫавна май сасӑлав та ирттернӗ.
Пӗтӗмлетӳ паллӑ. «Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче канатпӑр», - ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Инстаграмри страницинче. Ыйтӑма 40 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен 90 ытла проценчӗ раштавӑн 31-мӗшӗнче канассишӗн сасӑланӑ.
Анчах Ҫӗнӗ ҫулта каннӑшӑн ҫынсен пӗр шӑматкун ӗҫлесе татма тивӗ

Сирӗн раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ ҫулта, ӗҫлес килет-и? Ахӑртнех, ҫук. Анчах календарьте вӑл ӗҫ кунӗ шутланать.
РФ президенчӗн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков раштавӑн 31-мӗшӗнче ӗҫлессипе ӗҫлемессине регионсене татса пама ирӗк панине каланӑ. Эппин, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Ҫӗнӗ ҫула канмалли кун тума пултарать. Ҫавна май вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче сасӑлав ирттерет: раштавӑн 31-мӗшӗнче канмалла-и е ҫук-и?
Паянхи кун тӗлне унта хутшӑннисен 90 проценчӗ ҫак кун канасшӑн пулнине пӗлтерсе сасӑланӑ.

Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать. 2021 ҫул – Вӑкӑр ҫулталӑкӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкарти Ленин урамӗнчи Тӗп почта умӗнче ҫулталӑк паллине вырнаҫтараҫҫӗ. Пӗлтӗр Йӗкехӳрене лартнӑччӗ. Кӑҫал Вӑкӑр пулӗ.
Плчта умӗнче мӗнле Вӑкӑр пулассине сасӑлав ирттерсе палӑртнӑ. Вӑл «Уҫӑ хула» порталта иртнӗ.
Сасӑлава 1675 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем пилӗк макетран пӗрине суйланӑ. Чи нумай сасӑ пухаканни – 3-мӗш эскиз. Уншӑн 525 ҫын сасӑланӑ (31,34 процент). Эппин, кӗҫех, Ҫӗнӗ ҫулччен, ҫак эскизра ӳкернӗ Вӑкӑра вырнаҫтарӗҫ.

Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнине туятӑр-и? Ҫук-и? Апла Шупашкарти Республика тӳремне ҫитсе курӑр. Унта Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшне лартма тытӑннӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑрӑш раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тӗрлӗ тӗслӗ тӗспе ҫуталса кайӗ. Вӑл пилӗк ҫул каялла туяннӑскер. 25 метр ҫӳллӗшскер тӑхӑр ярусран тӑрать, турачӗсем – 3 пин ытла. Чӑрӑш пӗтӗмпе ултӑ тонна таять.
Шупашкарти тӗп чӑрӑша иртнӗ эрне вӗҫӗнчех лартма пуҫланӑ.

Паян кӑшӑлвируспа кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Ҫӗнӗ ҫулти массӑллӑ мероприятисем иртмессине пӗлтернӗ.
Мускавра корпоратив банкечӗсене ирттерме чарнӑ. Чӑваш Енре те ҫаплах тӑвасшӑн. Элтепер юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче йышӑннӑ чару – банкетсем ирттерме чарни – ятарлӑ хушуччен вӑйра пулӗ.
Ҫӗне ҫулта массӑллӑ мероприятисем иртмӗҫ. Эппин, уява хатӗрленмелле мар, ӑна килте ҫемьепе пӗрле ирттермелле.

Ҫӗнӗ ҫул иртсе кайрӗ, чӗрӗ чӑрӑшсене урама кӑларса ывӑтма шел пек… Эсир вӗсене Шупашкарти Николаев паркӗнчи «Ковчег» зоокӗтесе кайса пама пултаратӑр.
Чӑрӑшсене 10 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен йышӑнаҫҫӗ. Ку акци кӑрлачӑн 13-19-мӗшӗсенче иртӗ. Асӑрхӑр: чӑрӑшсене мишурапа пӗрле йышӑнмаҫҫӗ. Йывӑҫ туни хӑрса ларнӑ ан пултӑр тата йывӑҫа хими япалисемпе сирпӗтмелле мар.
Йывӑҫсене зоокӗтесри чӗрчунсене ҫитереҫҫӗ, турачӗсене кайӑк-кӗшӗке сарса параҫҫӗ. Сӑмах май, кунашкал акци пӗлтӗр те иртнӗ, ун чухне ҫынсем 147 йывӑҫ килсе панӑ.

Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче, ҫур ҫӗр иртни 1 сехет те 27 минутра Инкеклӗ лару-тӑру министерствин дежурнӑй пульчӗ ҫине Шупашкарта пушар тухни пирки хыпар ҫитнӗ. «Ярмарккӑ» пасарта ҫулӑм тухнӑ-мӗн.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, курттӑмӑн туянмалли ретри пӗр контейнерта ҫулӑм алхасма пуҫланӑ. Пушар темиҫе контейнера (суту-илӳ точкине) тӗп тунӑ. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, 16 контейнер ҫунса кайнӑ. Теприсем 7 контейнер кӗлленни пирки калаҫҫӗ.
Пушара 35 пушарнӑй, 9 техника сӳнтернӗ. Вӗсен «хӗрлӗ автанпа» самаях кӗрешме тивнӗ. Пушара 5 сехет те 8 минутра ҫеҫ сӳнтернӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.

Ҫулталӑк вӗҫленсе пырать. Кивви хыҫа юлать те ҫӗнни умра тӑрать. Ҫак чикӗ урлӑ каҫас умӗн пӗтӗмлетӳсем тумасӑр май ҫук.
2019 ҫулталӑк питӗ хӑйне евӗрлӗ иртрӗ тесен пӗрре те йӑнӑш пулмӗ. Йывӑрлӑхсем сахал мар пулчӗҫ, ҫав вӑхӑтрах — ыттисем те. «Чӑваш халӑх сайчӗн» йывӑрлӑхӗсем ытларах енӗпе тӗп редакторӑн пурнӑҫӗнчи йывӑр саманчӗпе ҫыхӑнчӗҫ. Тем тесен те «Чӑваш халӑх сайчӗн» шӑпи унпа ытла тачӑ ҫыхӑннӑ (шел пулин те). Ытти енчен пӗрлӗх те пирӗн регистрациленнӗ МИХ та пысӑк шар курмарӗҫ. Унӑн кун-ҫулӗнче ҫак ҫулталӑкра йывӑр самантсем пулчӗҫ пулин те ҫулталӑк вӗҫнелле пурте сирӗлчӗҫ.
Кӑҫалхи чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм вӑл — пирӗн пӗрлӗх ҫумӗнче «Чӑваш чӗлхи лабораторине» йӗркелени. Лаборатори тӑвакан ӗҫсене эпир унччен те туса пынӑччӗ-ха, анчах та кӑҫал чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене уйрӑм ушкӑна уйӑрса кӑларас терӗмӗр. Ку вӑл Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине пухасси, чӑваш чӗлхиллӗ текстсенче орфографие тӗрӗслемелли хатӗре йӗркелесе пырасси, чӑвашла терминсем хатӗрлесси, словарьсен сайтне пуянлатасси тата ытти те.

Кӑҫал Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫула виҫӗ лапамра кӗтсе илме май пур: «Шупашкар» универмаг умӗнче, Дорисс-паркра, «Амазони» паркра. Ҫавна май троллейбуссем ирхи 3 сехетчен ӗҫлӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫулхи каҫ троллейбуссем 13 маршрутпа ҫӳрӗҫ. Пӗтӗмӗшле вӗсем 101 рейс тӑвӗҫ. Тепӗр 11 маршрутпа автобуссем ҫӳрӗҫ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче те транспорт ҫӳрӗ.
Уяв мероприятийӗсем 23 сехетре пуҫланӗҫ. Фейерверксене виҫӗ лапамра ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре ярӗҫ.

«Чӑвашавтотранс» предприятире ӗҫленӗ ҫынсем, ахӑртнех, Ҫӗнӗ ҫула тулли кӑмӑлпа кӗтсе илӗҫ. Уяв умӗн вӗсене ӗҫ укҫи парса татнӑ.
Влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем шалӑва раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнчех илме тытӑннӑ.
Панкрута тухнӑ «Чӑвашавтотрансӑн» ӗҫ укҫи парӑмне татас тесе Чӑваш Ен хыснин резерв фондӗнчен 57 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ыттине предприятин пурлӑхне сутсан парса татнӑ.
Ҫапла майпа Ҫӗнӗ ҫул умӗн предприятире ӗҫленӗ 595 ҫын умӗнчи парӑма татнӑ. Сӑмах май, организаци ӗҫченсен умӗнче парӑма кӗнӗренпе 2 ҫул иртнӗ.
